Тухтӑрсем Чӑваш Енри ачасен куҫӗ ҫулсерен япӑхса пынине асӑрханӑ. Капла пӗтӗмлетӳ патне вӗсем ачасене иртнӗ ҫул профилактика тӗллевӗпе медосмотр кӑларнине тишкернӗ май ҫитсе тухнӑ.
Иртнӗ ҫул 231 пин ачана тӗрӗсленӗ. Вӗсен сывлӑхне куҫ курасси япӑхса пыни тата ҫурӑм шӑмми авӑнни самай сиен кӳрет. Шӑпах ҫак икӗ амакӗ тӗпрен илсен сиен кӳрет те.
Куҫ кураслӑх япӑхнин шайӗ Раҫҫейринчен пирӗн патра 1,5 хут пысӑкрах-мӗн. Шкула кайма тытӑннӑ хыҫҫӑн куҫ кураслӑх ҫулсерен чакса пырать. Ку пӑтӑрмах ача 15 ҫула ҫитичченех тӑсӑлса пырать.
Территорисене илсе чи ӑнӑҫсӑррисен йышне Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар, Канаш хулисем, Ҫӗрпӳ, Куславкка, Муркаш, Йӗпреҫ, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар, Красноармейски, Ҫӗмӗрле районӗсем лекнӗ.
Даурен Куруглиев — Чӑваш Енри паллӑ спортсмен. Вӑл тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусене хутшӑнса малти вырӑнсене йышӑнать. Даурен — ирӗклӗ кӗрешӳҫӗ.
Нумаях пулмасть РФ спорт министрӗ Виталий Мутко Даурен Куруглиева «Тӗнче класлӑ Раҫҫей спорт мастерӗ» ята парас тӗлӗшпе постановление алӑ пуснӑ.
Даурен Олимп резервӗсен Ҫӗнӗ Шупашкарти училищинче, Олимп резервӗсен ачасемпе ҫамрӑксен 3-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать.
Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа «Тӗнче класлӑ Раҫҫей спорт местерӗ» ята Чӑваш Енри икӗ спортсмен тивӗҫнӗ. Тепӗр 15-шне Раҫҫей спорт мастерӗн ятне панӑ.
Утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 20 сехет 20 минутра Ҫӗнӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ «Химпром» предприятире хлор сывлӑша тухнӑ.
«Химпром» пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хлор сывлӑша нумаях тухман. Ку пӑтӑрмаха предприяти ӗҫченӗсем хӑйсемех сирнӗ.
Халӗ «Химпромри» пур производство объекчӗ те штат режимӗнче ӗҫлет. Ку пӑтӑрмахра никам та шар курман. Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан ҫынсемшӗн тата предприяти ӗҫченӗсемшӗн ку хӑрушлӑх кӑларса тӑратмасть.
Сӑмах май, ҫу уйӑхӗнче «Химпромра» цистерна сирпӗннӗ. Ун чухне 50-мӗш цеха пӗр уйӑх ҫурӑлӑха хупнӑ. Предприяти авари сиенлетнӗ хатӗр-хӗтӗре йӗркене кӗртмешкӗн 800 пин тенке яхӑн тӑкаланӑ
Чӑваш Енри вунӑ учитель Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн премине тивӗҫнӗ. Ҫавсен шутӗнче чӑваш чӗлхи учителӗ те пур.
200 пин укҫа илекенсен спискоӗнче ҫаксем: Шупашкарти 5-мӗш номерлӗ гимназири историпе обществознани вӗрентекен Ленина Жукова, Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназири чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Нелли Краснова, Сӗнтӗрвӑрринчи 1-мӗш гимназире географи вӗрентекен Надежда Мазилкина, Шупашкарти 3-мӗш лицейри вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен Людмила Мельникова тата унти математика учителӗ Елена Сенькова, Тӑвайӗнчи вӑтам шкулти биологи учителӗ Альбина Михайлова, Шупашкарти 44-мӗш лицейри математик Елена Михайлова, Шупашкарти 2-мӗш лицейра хими вӗрентекен Надежда Мокеева, Красноармейскинчи вӑтам шкулта пуҫламӑш классене вӗрентекен Галина Никифорова, Шупашкарти 4-мӗш гимназире акӑлчан чӗлхи вӗрентекен Алевтина Филиппова.
ЧР Прокуратури ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствипе кӑсӑкланма тытӑннӑ. Прокуратура шухӑшӗпе, ведомство ертӳҫи хӑйӗн ӗҫ вырӑнӗпе «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти интересӗшӗн усӑ курнӑ.
Прокуратура ЧР премьер-министрӗ Иван Моторин тӗлӗшпе «агитацилеме» юраманнине пӑснӑшӑн представлени ҫырнӑ.
Ҫак тӗрӗсмарлӑха «Наблюдатель» общество юхӑмӗ асӑрханӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина учрежденийӗ ҫине ҫакнӑ баннерсем ун куҫӗ тӗлне пулнӑ. Унта Алла Самойлова «Пациент азбуки» брошюрӑпа тӑрать, ун ҫинче вара – «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» палли. Федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн, кун пек агитацилеме юрамасть.
Прокуратура палӑртнӑ тӑрӑх, баннерсемпе брошюрӑсене «Чӑваш Республикинчи медицина ассоциацийӗ» коммерциллӗ мар организаци шучӗпе хатӗрленӗ. Ӑна вара Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Владимир Викторов ертсе пырать. Вӑлах «Хулари стоматологи клиники» АУ ертӳҫи те.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗ ҫумӗнчи сусӑрсен ыйтӑвӗпе ӗҫлекен канаш ларӑва пухӑннӑ. Ӑна республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев ертсе пынӑ.
Ларура «Доступная среда» (чӑв. Меллӗ вырӑн) федераци программи епле пурнӑҫланса пынине тишкернӗ. Ку ыйтупа маларах асӑннӑ министрӑн ҫумӗ Елена Сапаркина тухса калаҫнӑ. Тӳре-шара ку программа тӗллевӗпе паллаштарнӑ май вӑл 5 енпе пурнӑҫа кӗрсе пынине палӑртнӑ.
Лару пирки Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче хыпарланинчен республикӑра сусӑрсене кӗрсе тухма пандуссем, лифтсем, алӑпа тытӑнмаллисем тата ытти ҫавӑн йышшисем вырнаҫтарнине ӑнланма пулать. Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче чарӑнусене социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсен ҫывӑхнерех вырнаҫтарма ӑнтӑлнине те пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хули ҫывӑхӗнчи автопляжа пӗрисем те, теприсем те тупӑшса тенӗ пек тасатаҫҫӗ. Ку хыпара Александр Белов журналистӑн паянхи черетлӗ материалӗнчен пӗлме май килчӗ.
Тӑван тавралӑха хӑтлӑх кӳнишӗн савӑнмалла кӑна-ха. Анчах та ҫакӑнта та политика сӗмӗ сисӗнни кулӑшлан туйӑнать. Темиҫе кун автопляжа "Справедливая Россия" (чӑв. Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей) парти пуҫарнипе ҫамрӑксем ҫыран хӗрринче тасамарлӑха пуҫтарнӑ иккен. Кӑштахран "Единая Россия" (чӑв. — Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей) парти хастарӗсем ҫӳп-ҫап тултармалли михӗсемпе пырса ҫитнӗ.
Каннӑ хыҫҫӑн теприсем тем те пӗр пӑрахса хӑвараҫҫӗ те, ҫын юлашкинчен йӗрӗнменнисем пурришӗн савӑнмалла кӑна пулӗ. Кун пек чух партисен шучӗ мӗн чухлӗ нумайрах, тавралӑх ҫавӑн чухлӗ тасарах пуласса шанма та май пур-тӑр.
Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗр автошкула рейдер мелӗпе ярса илнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм автошкул учредителӗсен пухӑвне ирттермелли суя протокол хатӗрленӗ, унта директора ӗҫрен кӑлармаллине палӑртнӑ.
Ун вырӑнне вара вӑл хӑй ларнӑ. 2015 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче хӗрарӑм тепӗр протокол хатӗрленӗ, унта автошкул ятне улӑштарассине, ҫӗнӗ устав йышӑннине палӑртнӑ. Протоколта икӗ ҫынна учредительсен йышӗнчен кӑларнине каланӑ. Лешсем кун пирки пӗлмен те.
Унтан хӗрарӑм документсене налук инспекцине тӑратнӑ. Пӗр учредитель кун тӗлӗшпе заявлени ҫырнӑ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти 3, 8, 14 тата 19-мӗш шкулсенче ачасен Акатуйӗ иртнӗ.
Уявра шкул ҫумӗнче ӗҫлекен уйлӑхсене ҫӳрекен ачасем хутшӑннӑ. Пӗтӗмпе 700 яхӑн шӑпӑрлан пулнӑ унта.
Уява ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсене те чӗннӗ. Ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем, администраци ӗҫченӗсем, хулари хисеплӗ ҫынсем пулнӑ.
Акатуй линейкӑран пуҫланнӑ. Унта ачасем Чӑваш Республикин гимне юрланӑ. Хулан хисеплӗ ҫыннисем тухса калаҫнӑ.
Унтан ачасене маршрут листисем валеҫнӗ. Вӗсем тематика станцийӗсем тӑрӑх кайнӑ. Конкурссем Чӑваш Енпе ҫыхӑннӑ: Чӑвашри эрешсем, тӑван тӑрӑха пӗлни, наци юррисемпе ташшисем, тупмалли юмахсемпе юмахсем, чӑваш тумӗсем…
Акатуя хутшӑннӑ ачасене хисеп грамотипе тата парнесемпе хавхалантарнӑ.
Ҫул-йер шӑтӑк-путӑк пулни — ҫивӗч ыйту. Ҫӗнӗ Шупашкарта та ку ҫынсене пӑшӑрхантарать. Пӗр арҫын тӳре-шара ҫула юсаса парасса кӗтсе илеймен — хӑйех шӑтӑка сапланӑ.
Арҫын хӑйӗн урапипе асфальт катӑкӗсем илсе килнӗ. Вӗсемпе вӑл Семенов урамӗнчи пысӑк шӑтӑксене сапланӑ. Унти ҫул тахҫанах арканнӑ. Водительсем унтан аран иртсе ҫӳренӗ.
Хула администрацийӗнче ҫулсене юсас тӗлӗшпе аукцион иртмелле пулнӑ. Анчах ӑна куҫарнӑ. Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен заявкӑсем йышӑнаҫҫӗ. Аукциона вара утӑн 8-мӗшӗнче ирттерӗҫ.
Винокуров тата Коммуналлӑ урамсенче ҫула вӗри асфальтпа сапланӑ ӗнтӗ. Тӗкӗрҫ ращинчи ҫула утӑ уйӑхӗнче юсама палӑртнӑ. Хальлӗхе документсем хатӗрлеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |